Шупашкар районӗнче йӑлана кӗнӗ Ишек ярмӑркки пуҫланнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Ярмӑрккана таврари ҫынсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унта ӗлӗкхилле каруҫҫель те ӗҫлет. Кӑҫал ярмӑркка икӗ куна тӑсӑлӗ, паян вӗҫленӗ.
Яланхиллех уявра шашлӑкпа, шӳрпепе сӑйланма май пур. Шӳрпе хаклах мар: 100 тенкӗ ҫеҫ. Ачасем валли каруҫҫельсӗр пуҫне батутсем те ӗҫлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем валли чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ.
Ҫанталӑк ашах пулман, ҫапах уява чылаййӑн пухӑннӑ. Сӑмха май, ку уяв 220 ҫул ытла каяллах йӗркеленме тытӑннӑ. Чылай чухне ӑна Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан сӑваплӑ Николай уявӗнче ирттереҫҫӗ.
ЧР ҫӑлавпа шырав слкжби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Ку 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ойкассинчен ҫын путса вилни пирки шӑнкӑравласа хыпарланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Водолазсем пӗвере тӗплӗн шыранӑ. Унтан шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ.
Хальлӗхе ҫав арҫын кам тата ӑҫтан пулнине пӗлтермен. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май МЧС шыв хӗрринче каннӑ тата шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑрах пулма хистет, унта эрех ӗҫме юраманни пирки асӑрхаттарать.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг туянассине, каярах вара ку сӑмах тӳрре килменнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑнни пирки те маларах сӑмах тухнӑччӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗччӗ. Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан та ку ыйтӑва хускатнӑччӗ. «Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗччӗ Элтепер.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат паян хыпарланӑ тӑрӑх, «Агросила» Лапсарти хапрӑка туянмӗ. Шухӑша мӗн сӑлтавпа ылмаштарнине коммерци вӑрттӑнлӑхӗ тесе уҫӑмлатма килӗшмен.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма ҫулталӑка яхӑн шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Полици хыпарланӑ тӑрӑх, Галина Леонтьевна Петрова 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчен, тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни паллӑ мар.
Галина Петрова 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫинҫе кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ хура, вӑл спорт олимпийки, хура шӑлавар, кӗрен тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑма курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-(83540)-2-15-52, 8-(8352)-62-00-01 е 02 (кӗсье телефонӗнчен 020).
Шупашкар районӗнчи кинеми-мучисем социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пулӑшнипе вӗҫӗмех тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳреҫҫӗ. «Социаллӑ туризм» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркелекен экскурсисемпе ҫулҫӳревсене ватӑсем кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ. Алла туя тытни те ҫула тухма вӗсене чӑрмав кӳмест.
Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитнӗ. Ҫурт ертӳҫи Лариса Афанасьева вӗсене «Туя туй пек тaвар-и?» спектакле илсе кайнӑ. Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑскере Шорккари ватӑсем кӑмӑлласа йышӑннӑ. «Камит пӗр самант пек иртсе кайрӗ. Ун пек хаваслӑ спектакльсене тата кайса курма хатӗр», — теҫҫӗ ваттисен ҫуртӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем.
Нумаях пулмасть Александра Лазаревӑн 100 ҫулхи юбилейне Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасассинче паллӑ тунӑ. Ҫак кунсенче, ҫу уйахӗн 11-мӗшӗнче, ҫыравҫа халалланӑ литература каҫӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те иртнӗ.
Литература каҫне шкул ачисем, студентсем, ҫыравҫӑсем, поэтсем, ӑсчахсем, Александра Лазаревӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Унта юрӑсем те янӑранӑ. Ҫултикассинчи хӑнасем те, Александра Лазаревӑн тӑванӗ те юрӑ шӑрантарнӑ.
Александра Лазаревӑпа Леонид Агаковӑн хӗрӗ Алиса Агакова, Юрий Сементер поэт, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Александра Лазаревӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.
Александра Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Балашовӑри авиаци техникумӗнче ӑс пухнӑ. 1939 ҫулта хавшанӑ сывлӑхне пула авиацие хӑварма тивнӗ. Шупашкара килсен ҫыравҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ, 1945 ҫултанпа литература каҫалӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн паллӑ кӗнекисене асӑнса хӑвармалла: «Чипер Анна», «Ҫутӑ пӗве», «Телейлисем», «Хӗр чӗри», «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус».
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Хӗветӗр Матурӑн (Фёдор Мадуровӑн) «Вӑрҫӑ ачисем» куравне чаплӑн вӗҫлерӗҫ. Тӗрлӗ картинӑсемпе кӳлепесемпе паллаштаракан куравпа сывпуллашма тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан ҫынсем сахал мар пухӑнчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, Хӗветӗр Матур каласа панӑ тӑрӑх ӳнер музейӗнчи куравра мӗнпур ӗҫӗсенчен чи нумаййи те 15% ҫеҫ вырӑн тупнӑ, курав валли автор чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене кӑна суйласа илнӗ.
«Вӑрҫӑ ачисем» курав ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Ӑна паллӑ кӳлепеҫӗ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Автор каласа панӑ тӑрӑх курав чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри унти ӗҫсенче вӑрҫӑ ачисене тупайманни пирки пӗлтерсен Анатолий Кипеч пӑхассипе курасси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх тесе палӑртрӗ. Автор ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ ачисен тематики картинӑсемпе кӳлепесенче чылай вырӑн йышӑнни палӑрчӗ. Унсӑр пуҫне, каласа хӑварар, автор хӑй те ҫав вӑхӑтри ҫынсен йышне кӗрет. Унӑн ачалӑхӗ шӑп та лӑп вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑрта иртнӗ.
Ӗҫсемпе паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн автор хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнекесемпе те паллаштарчӗ, курма пынисене парнелерӗ.
Ипполит Николаевичпа Елизавета Кирилловна Николаевсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Мӑшӑр халӗ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнать.
Вӗсем Шупашкар районӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ипполит Николаевич 1954 ҫулта ҫара кайнӑ. Вӑл Венгрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫартан таврӑнсан, 1957 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ипполит Елизаветӑна качча тухма ыйтнӑ.
Вӗсем ҫав кунах Хыркассинчи ял Канашне кайса ҫырӑннӑ. Мӑшӑр икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, халӗ вӗсен пилӗк мӑнук, вӗсен сакар ачи пур. Николаевсем 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Ипполит Николаевич — водительте, Елизавета Кириллавна бригадирта ӗҫленӗ.
Ҫӑлавҫӑсен ӗнене те ҫӑлма тивнӗ. Хуҫи ӑна, юханшыв хӗрринче путнӑскере, хӑй тӗллӗн кӑларайман.
Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Тренькассинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уя ҫитерме илсе тухнӑ. Лешӗ юхан шыв хӗррине шыв ӗҫме кайнӑ та лачака ӑшне путса ларнӑ.
Ӗне унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Лешсем вырӑна ҫитсен вӗренпа, ытти хатӗрпе усӑ курса ӗнене туртса кӑларнӑ. Ӗне ҫур метр тарӑнӑш лачакара путса ларнӑ-мӗн. Выльӑх халӗ чиперех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |